Юлташран уйрăлăн – пĕр çул йĕрĕн, кил-йышăнтан уйрăлăн – вун çул йĕрĕн, ял-йышăнтан уйрăлăн – ĕмĕр йĕрĕн. С другом расстанешься – один год будешь плакать, с семьей разлучишься – десять лет будешь плакать, от народа отделишься – весь век будешь плакать.
Халăх сурсан кÿлĕ тăвать. Народ плюнет – озеро образуется.
Пур – пĕрле, çук – çурмалла. Что есть – вместе, чего нет – пополам.
Усал çынпа çула ан тух. Не бери себе в спутники дурного человека.
Куçпа курсан урапа тар. Увидишь глазами, беги ногами.
Курманнин курас килнĕ, курнин хăсас килнĕ. Кто не видел, тому хочется видеть, кто видел, того претит.
Сĕрмен урапа йывăр кусать. Без смазки колесо плохо вертится.
Вăтанман юмăç пулнă, ÿркенмен ăста пулнă. Бесстыжий становится знахаркой, неленивый – мастером.
Çул çÿреме сатур кирлĕ, вăрçă вăрçма паттăр кирлĕ. В пути нужны отважные, на поле брани нужны богатыри.
Вăрçă чарăнсан паттăр нумай. После войны героев много.
Çук вăрçтарать, пур култарать. Бедность вызывает брань, богатство доставляет веселье.
Малтан хăйне асла хуракан кайран кĕçĕн пулнă. Кто сначала считает себя страшим, тот потом станет младшим.
Вĕре пĕлмен йытă яла кашкăр кÿнĕ. Неумело лающая собака в деревню волка приводит.
Паракантан ил, çапакантан тар. Бери, когда дают, бегу, когда бьют.
Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр килмест. Жизнь не без поворотов.