Пословицы на чувашском языке

Вĕре пĕлмен йытă яла кашкăр кÿнĕ. Неумело лающая собака в деревню волка приводит.

Паракантан ил, çапакантан тар. Бери, когда дают, бегу, когда бьют.

Пурăнан пурнăç пăрăнăçсăр килмест. Жизнь не без поворотов.

Хура халăхăн хура тăпра çине урине чикмесен хырăмĕ тăранаймасть. Простой народ не может себя прокормить, не поработав на черной земле.

Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Резвый жеребец на пашне укрощается.

Мĕн акнă, вăл шăтать. Что посеешь, то и взойдет.

Çулман курăк утă мар. Нескошенная трава не сено.

Пĕлмен – пĕр сăмах, пĕлсен – çĕр сăмах. Не ведаю – одно слово, знаешь – сто слов потребуется для объяснения.

Укçапа пуйиччен туспа пуй. Не запасайся деньгами, а запасайся друзьями.

Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр. Пусть будет сто друзей, нежели сто рублей.

Шанчăклă тусăн хакĕ çук. Надежный друг цены не имеет.

Пÿрт-çурт тытма тăн-пуç кирлĕ. Чтобы управлять домашним хозяйством, нужен разум.

Пăсасси çăмăл та, тăвасси хĕн. Разрушить легко, а построить труднее.

Ик турта хушшине икĕ лаша кÿлмеççĕ. Между двух оглобель невозможно запрячь двух лошадей.

Кушака кулă, шăшие вилĕм. Кошке забава, мышке смерть.

Куçпа курсан урапа тар. Увидишь глазами, беги ногами.

Курманнин курас килнĕ, курнин хăсас килнĕ. Кто не видел, тому хочется видеть, кто видел, того претит.

Сĕрмен урапа йывăр кусать. Без смазки колесо плохо вертится.

Понравилась статья? Поделиться с друзьями: